I. 1. Антресоль, балкон, ваннăй (или: ванна пӳлĕмĕ), кабинет (или: ĕç пулĕмĕ, букв. «рабочая комната»), коридор, кухня, лоджи, спальнă (или; çывăрмалли пӳлĕм), стена, столовăй (или; апат пӳлĕмĕ), туалет, форточка;
дверь — алăк (алăк уç — открой дверь, алăка хуп — закрой дверь);
звонок — шăнкăрав (шăнкăрав тӳмине пус — нажми кнопку звонка);
комната — пӳлĕм;
окно — чӳрече (или: кантăк);
пол — урай (урай çу — помой пол);
потолок — мачча;
штора — чӳрече карри (ср.: чурече чаршавĕ «гардина»).
2. Мебель — сĕтел-пукан (букв. «стол-стул»)
Буфет, вешалка (или: çакă), гарнитур, диван, кавир, кравать, обой, раскладушка (или: хуçмалла кравать), сервант, торшер, шифоньер (разг.: шифанер), шкап (кухня шкапĕ, кĕнеке шкапĕ);
зеркало — тĕкĕр (тĕкĕр çине пăх — смотреть в зеркало);
полка — çӳлĕк (çӳлĕк çине хур — положить на полку);
скамейка — тенкел;
стол — сĕтел;
скатерть — сĕтел çитти;
стул, табуретка — пукан (хыçлă пукан «стул», хыçсăр пукан «табуретка»).
3. Бытовые приборы — йăла хатĕрĕсем
Антенна, видеомагнитофон, вилка, выключатель (или: сӳнтеркĕç), камин, кран, лампа, пластинка, плита (газ плити), пылесос, радио, розетка, сăмавар, телевизор, телефон, утюг, холодильник, щётка.
II. Посуда — савăт-сапа (или: кашăк-чашăк, чашăк-тирĕк)
Банка, ваза, вилка (или: ченĕçке), кастрюль, кофейник, миска (или: тирĕк), сервиз (чей сервизĕ), стакан, термос, чейник;
бутылка — кĕленче;
ложка — кашăк (апат кашăкĕ — столовая ложка);
нож — çĕçĕ (çĕçĕпе кас — резать ножом);
поднос — ывăс;
рюмка — черкке (черккене яр — наливать в рюмку);
сковорода — çатма;
тарелка — турилкке (турилккене хур — положить на тарелку);
чашка — чашăк (чей чашки — «чайное блюдце>).
III. Сирĕн çĕнĕ хваттер питĕ хăтлă — Ваша новая квартира очень уютная.
Кĕрĕр (иртĕр, ларăр), тархасшăн. — Входите (проходите, садитесь), пожалуйста.
Пирĕн хваттерте сивĕ шыв анчах, ăшши çук. — В нашей квартире только холодная вода, горячей нет.
Çутă çутăр (сӳнтерĕр). — Включите (выключите) свет.
Диалог (калаçу)
— Сирĕн хваттерте миçе пӳлĕм?
— Пирĕн хваттер виçĕ пӳлĕмлĕ.
— Телефон пур-и сирĕн?
— Халлĕхе («пока») телефон çук-ха.
— Сирĕн хваттерте сĕтел-пукан нумай-и?
— Çапла, нумай. Кабинетра, сăмахран («например»), кĕнеке шкапĕсем, çӳлĕксем, креслăсем, çыру сĕтелĕ, тумбочка тата диван пур.
— Эсир кухня комбайнĕ илтĕр-и-ха?
— Нумаях пулмасть («недавно») туянтăмăр.Юмор (Шӳтсем)
Пĕлтерӳ («объявление»): Видеомагнитофон, пианино, холодильник, костюм, туфли сутатăп. Хваттер туянатăп.
* * *
Çак картинăна стена çине çак. Акă сана мăлатук, пăта, йод, бинт.
* * *
— Сывлăх сунатăп. Эсир сантехника чĕннĕ-и?
— Çук...
— Ивановсем кунта пурăнмаççĕ-и вара?
— Вĕсем виçĕ уйăх каяллах кунтан куçса кайнă.
— Вăт çынсем! Сантехника чĕнеççĕ те таçта кайса çухалаççĕ!Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)
Алăк пур чухне чӳречерен кĕмеççĕ.
Кил-çуртра чашăк-тирĕк шăлтăртатмасăр пулмасть.
Пĕр килте пĕр укçа енчĕкĕ пултăр.
Пĕрле — тăвăр, уйрăм — йывăр.
Ссылка статьи ::
Версия для печати
Последние изменения внес Admin (2008-10-18 15:17:08). Просмотрено: 4942.